Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Октябрӗн 2022, 20:49

Пушкӑрт районӗсене шкул автобусӗсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ кайнă

Специализациленӗ 20 автобус республикӑри 15 района каять.

Пушкӑрт районӗсене шкул автобусӗсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ кайнă
Пушкӑрт районӗсене шкул автобусӗсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ кайнă

Пушкӑрт районӗсене шкулти автобуссен ҫӗнӗ ушкӑнӗ кайнă. Паян, октябрӗн 12-мӗшӗнче, Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин шкул представителӗсене шкул автобусӗсен уҫҫисене тыттарнă.
"Паян паллӑ ӗҫ, эпир хамӑрӑн пурлӑхпа техника базине ҫӗнетсе пыратпӑр. Пушкӑртстанра паянхи куна 1 465 шкул автобусӗ шутланать, вӗсем 50 пин ытла ачана 872 маршрутпа шкулсене турттараҫҫӗ, вӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Эпир ачасене турттармалли условисене лайӑхлатни ҫеҫ мар, пахалӑхпа хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерни те савӑнтарать. Пирӗн пурлӑхпа техника никĕсне малалла та пуянлатас тата лайӑхлатас тесе, эпир вӑй хурӑпӑр," - палӑртнă Максим Забелин.
Специализациленӗ 20 автобус республикӑри 15 района каять.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ:Олег Яровиков, Ильшат Казаккулов.

Пушкӑрт районӗсене шкул автобусӗсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ кайнă
Пушкӑрт районӗсене шкул автобусӗсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ кайнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: