Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Октябрӗн 2022, 23:31

Пушкӑртстанра патшалӑх колледжӗсенче вӗренекен мобилизациленисен ачисен вĕренĕвĕшĕн тӳлеҫҫӗ

Вӗрентӗве тӳленӗ пулсан - ҫемьене укҫана тавӑрса парӗҫ.

Мобилизациленӗ ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсенчен пӗри патшалӑх колледжӗсенче вӗренӳшӗн тӳлеме сертификатсем пулӗҫ. Ҫак виҫепе республикӑри ссузсенчи 100 пин студент йӗркелӗхпе усӑ курма пултарӗҫ, брифинг пынӑ май ПР вӗренӳ министрӗ Айбулат Хажин пӗлтернӗ.
Ку коммерци йӗркипе вӗренекенсене тивет. Сертификатӑн укҫа калӑпӑшӗ ҫулталӑкри вӗрентӗве пӗтӗмӗшпех витӗ - республикӑри вӑтамран вӑл 60 пин тенкӗ. Кирлӗ чухне сертификата тепӗр ҫул та парӗҫ.
Вӗрентӗве тӳленӗ пулсан - ҫемьене укҫана тавӑрса парӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: видео скриншочӗ.

Пушкӑртстанра патшалӑх колледжӗсенче вӗренекен мобилизациленисен ачисен вĕренĕвĕшĕн тӳлеҫҫӗ
Пушкӑртстанра патшалӑх колледжӗсенче вӗренекен мобилизациленисен ачисен вĕренĕвĕшĕн тӳлеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: