+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Пушкӑрт коопераци техникумӗн представителӗсем пулнă.
Вĕсем 10 тата 11 классенче вӗренекенсемпе информативлӑ калаҫу ирттернӗ. Май килнӗ таран вӗсем шкулти вӗренӳпе пĕрле ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илесси пирки каласа панă. Тӗлпулура ӗҫ параканĕ Пишпÿлекри Райпо председателӗ те пулнӑ. Хушма професси пӗлĕвĕ илесси - пирӗн кал-кал аталанакан рынокра кирлĕ япала.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.