Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Октябрӗн 2022, 21:52

Радий Хабиров: Пишпÿлек районĕнче чăваш гимназийĕ пулать

Кун пирки тӳрӗ лини пынӑ чухне республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.

Радий Хабиров: Пишпÿлек районĕнче чăваш гимназийĕ пулать
Радий Хабиров: Пишпÿлек районĕнче чăваш гимназийĕ пулать

Пишпÿлек районӗнче чӑваш чӗлхине вӗренекен полилингваллӑ гимнази туса хурӗҫ. Кун пирки тӳрӗ лини пынӑ чухне республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.

Маларах Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем ыйтнипе Ситекпуçĕнчи Культура ҫуртне тата ун ҫывӑхӗнчи  ача-пӑча площадкине юсаса ҫӗнетнӗ. Культура ҫурчӗ ҫӗнӗ сцена, куракансен залĕ тата начар ҫӳрекен граждансемшӗн меллӗх илнӗ. Республика Пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗсленӗ.

"Ку чӑваш ялӗ, унта питӗ ӗҫчен, питӗ ҫутӑ ҫынсем, хӑйсен культурине упрама пӗлекен чӑваш ялӗ, - палӑртрӗ Радий Хабиров. – Ҫак ҫулҫӳрев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпир Пишпÿлек районӗнче полилингваллă гимнази тӑвас пирки решени йышӑнтӑмӑр. Халӗ эпӗ ҫак решение ҫирӗплетсе паратӑп. Пирӗн йышӑнусене пурнӑҫламалли срок тӗрлӗ сӑлтавсене пула сылтӑмалла куҫма пултарать, анчах эпир хамӑр ҫине илнӗ обязательствӑсене пӑрахмастпӑр".

"Башинформ" информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ситекпуçĕнчи СДК.

Радий Хабиров: Пишпÿлек районĕнче чăваш гимназийĕ пулать
Радий Хабиров: Пишпÿлек районĕнче чăваш гимназийĕ пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: