Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Ноябрӗн 2022, 09:58

Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ

Ачасенчен кашниех шкул президенчĕ пулма тивĕçлĕ.

Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ
Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ
"ШКУЛ ПРЕЗИДЕНЧӖН СУЙЛАВӖ-2022"- çапла сăмахсемпе пуçланать Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти социаллă сетьри чĕнÿ.
Шкул президенчĕн постне йышăнма виçĕ кандидатура тăратнă: Александра Комогорова, Кирилл Исаев тата Кирилл Егоров. Ачасенчен кашниех шкул президенчĕ пулма тивĕçлĕ, вĕсем шкул пурнăсне хастар хутшăнаççĕ, спортпа киленеççĕ, шкул пурнăçне интереслĕрех та тулăхрах тумалли кашни хăйĕн программине тăратнă.
Ачасене шкулти хӑй тытӑмлӑх президенчӗн посчӗн кандидачӗсемшӗн сасӑлама ыйтаççĕ.
- Тӗрӗс решени йышӑнӑр, пирӗн шкул пурнӑҫӗн пуласлӑхӗ сирӗнтен килет вӗт! Кашни сасӑ кирлӗ! Кунта эсир 2022 ҫулхи ноябрӗн 9-мӗшӗнчи 15.00 сехетчен сасӑлама пултаратӑр, - çырна шкулăн ВКонтакте страницинче.
Сăнÿкерчĕкĕсем: https://vk.com/bssh2
 
Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ
Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ
Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ
Пишпÿлекри шкулта президент суйлаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: