Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Ноябрӗн 2022, 14:16

"Шаймуратовец" пулма питĕ хисеплĕ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 5 "б" класра вӗренекенсене  "шаймуратовецсене" халалласа чаплӑ церемони иртрӗ.

"Шаймуратовец" пулма питĕ хисеплĕ
"Шаймуратовец" пулма питĕ хисеплĕ

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Пушкӑртра 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизин асран кайми кунӗ пулса тӑчӗ. Ҫав кун 1941 ҫулта, СССР оборонин Патшалӑх комитечӗ нациллӗ ҫар соединенийӗсене йӗркелесси ҫинчен постановлени йышӑннӑ, Ку постановлени Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Брянск, Воронеж, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтсенче нумай ҫӗнтерӳ тунӑ, унӑн 70 ытла боецӗ Совет Союзӗн Геройӗсем пулса тӑнӑ.
Ҫак кун умӗн Пишпÿлекри Культура керменĕнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 5 "б" класра вӗренекенсене  "шаймуратовецсене" халалласа чаплӑ церемони иртрӗ. Мероприяти РДК фойинче пуҫланнӑ, унта 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизийӗпе аслӑ генерал тата унӑн дивизийӗ ҫинчен историпе этнографи музейӗн директорӗ Роза Иванова каласа панипе куҫса ҫӳрекен курав йӗркеленӗ .

Ветерансен совечен ятĕнчен ачасене Елена Андреева саламланă.
"Шаймуратовецсене" халаллас ӗҫе хисеплӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ: Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов; Пушкӑртстанри Пишпÿлек районӗн ҫар комиссарӗ  Салават Абдуллин, администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей  Данилов, администраци ӗҫӗсен управляющийӗ Алексей Макаров, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Изольда Родичкина тата ытти чӗннӗ ҫынсем.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗренекенсен кӑкӑрӗ ҫинчи значоксене ҫирӗплетнӗ.
 Çар комиссарӗ Салават Абдуллин "Çамрӑк шаймуратовецсен" взвочӗ командирне  Варвара Атаманована Пушкăрт 112 кавалери дивизийӗн  ялавне тыттарчĕ.

24 вӗренекен " ҫамрӑк шаймуратовецсен " пушкӑртла тата вырӑсла тупа тунӑ, "Шаймуратов генерал" юрра шӑрантарнӑ, вӑл герой ячĕпе хисепленекен  классен гимнӗ пулса тӑрать.
"Шаймуратовец" пулни - питӗ хисеплӗ. Халӗ, ачасем "шаймуратовецсен" символикипе мухтанса форма тӑхӑнма право илсен, вӗсем ҫинче пысӑк яваплӑх та выртать – легендарлӑ комдива, пирӗн республикӑпа ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем пулма тивӗҫ.
Яланах пирӗн девиза тивӗҫлӗ пулӑр: "Салават тӑхӑмӗсем чакма пӗлмеҫҫӗ!». Ҫакна чӑн-чӑн ӗҫсемпе кӑтартса парӑр. Сире пурнӑҫра пысӑк çинтĕнÿсем тума тата лайӑх вӗренме, пирӗн республикӑн тата пирӗн пысӑк ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса ӳсме сунатпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин сайчĕ.

"Шаймуратовец" пулма питĕ хисеплĕ
"Шаймуратовец" пулма питĕ хисеплĕ
"Шаймуратовец" пулма питĕ хисеплĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: