Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
9 Кӑрлач 2023, 20:14

Пушкӑртстанра шкул каникулне тӑснӑ

Январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри ача сачӗсем штат йӗркипе ӗҫлеҫҫӗ.

Пушкӑртстанра шкул каникулне тӑснӑ
Пушкӑртстанра шкул каникулне тӑснӑ

Пушкӑртстанра шкул каникулне сивӗ çанталăка пула пӗр кунлӑха, январӗн 11-мӗшӗччен тӑснӑ.
"Сывлӑш температури чакса пынипе вӗренӳ организацийӗсен администрацийӗсене январӗн 12-мӗшӗнче вӗренӳ процесне пуҫлама сӗннӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫак кунсенче шкул ҫурчӗсенче ӑшӑ режимне тӗрӗслесе тӑмалла", - тесе пӗлтернӗ регион вӗрентӳ тата наука министрӗ Айбулат Хажин.
Январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри ача сачӗсем штат йӗркипе ӗҫлеҫҫӗ.
"Аса илтеретӗп, тулти сывлӑш температури кирек мӗнле пулсан та шкул ӗҫлет, вӑйлӑ сивӗсене пула занятисене ҫӳреме пӑрахӑҫласси ҫинчен йышӑнӑва кашни шкул хӑй тӗллӗн кӑҫалхи ҫанталӑк условийӗсене шута илсе йышӑнать", - хушса хунă Айбулат Хажин.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи МЧС ҫынсене ыран тата нăкăрах сивӗ пуласси ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑртстанра шкул каникулне тӑснӑ
Пушкӑртстанра шкул каникулне тӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: