Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Мартӑн 2023, 13:08

Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă

Аитри вăтам шкулта Коопераци класӗ уҫӑлнă.

Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă
Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă

Аитри вăтам шкулта Коопераци класӗ уҫӑлнă. Класа Пишпÿлек район администрацийӗ Пушкӑрт кооператив институчӗпе, Пушкӑрт кооператив техникумӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ шайра уҫнӑ. Класс йӗркеленине пула, район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренекенсем экономика пӗлӗвӗсемпе предпринимательлӗх ӗҫӗн никӗсне тарӑн тӗпчеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасем институтӑн вӗренӳ ресурсӗсене кӗме пултараҫҫӗ, чи лайӑх вӗренсе тухакансем вара аслӑ шкула приоритетлӑ йӗркепе кӗме пултараҫҫӗ.
Коопераци класне уҫас ӗҫе Башпотребсоюз правленийӗн председателӗ Венер Ильясов тата Пушкӑрт коопераци институчӗн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Шагапова хутшӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă
Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă
Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă
Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă
Районта Коопераци класӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: