Çутă çул
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Майӑн 2023, 12:51

Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă

1-мĕш класс пӗтерни ҫинчен вӗрентекен дипломсене парасси чаплӑ самант пулса тӑнă.

Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă
Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта пӗрремӗш класра вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе "1-мĕш класпа сывпуллашни" уяв иртнӗ. Ҫак уяв кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшли. 1-мĕш класс пӗрре ҫеҫ пулать вӗт, ун ҫинчен аса илÿсем ӗмӗр тӑршшӗпех пыраҫҫӗ. Уяври пек капӑрлатнӑ классенче 1-мĕш класра вӗренекенсене амӑшӗсемпе ашшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем, уяв хӑнисем кӗтсе илнĕ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсем мӗн вӗреннине, мӗн тума хăнăхнине пурне те кӑтартма тӑрӑшнӑ. Юрӑсем юрланă, сӑвӑсем вуланă. 1а класс "Кушак ҫурчӗ" юмаха ҫӗнӗ майлӑ кӑтартса панă. Уяв савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ. 1-мĕш класс пӗтерни ҫинчен вӗрентекен дипломсене парасси чаплӑ самант пулса тӑнă.
Уяв кунӗ тутлӑ чей ĕçнипе вĕçленнĕ. Пӗрремӗш класра вӗренекенсене пурне те ҫуллахи каникула лайӑх ирттерме тата тепӗр вӗренӳ ҫулне ҫӗнӗ вӑйпа пуҫлама сунатпӑр!
#Бижбуляк2школа

https://vk.com/bssh2


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă
Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă
Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă
Пĕрремĕш класпа сывпуллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: