Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
3 Июлӗн 2023, 13:05

Пӗл пирӗннисене!

Марина Рябухина вӑтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнă.

Пӗл пирӗннисене!
Пӗл пирӗннисене!

Марина Рябухина вӑтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнă.

Районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчен нумайӑшӗшӗн кӗтмелли асаплӑ вӑхӑт пуҫланать. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренме шухăш тытнисем патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗпе результатсене ҫӗршыв университечӗсемпе институчӗсен йышӑну комиссийӗсене янӑ. Унта вӗсене ытти абитуриентсен пекех даннӑйĕсем хушшинче тĕрĕслеççĕ. Аслӑ шкула кӗрес шанчӑк ҫирӗп пӗлӳпе лайӑх балл пур ҫыннӑн профильлĕ предметсемпе пысӑк пулмалла.

— Эпӗ ылтӑн медальпе Фатих Карим ячӗллӗ Аитри вӑтам шкултан вӗренсе тухрӑм. Пирӗн класра медалистсем виҫҫӗн пулнӑ, — тет Аит ял советӗнчи Алексеевка ялĕнчи Марина Рябухина. — ЕГЭ тӑватӑ экзамена та "питĕ лайăх" паллăсене патӑм. Вырӑс чӗлхипе 91 балл пухрӑм, математикӑпа на начар мар патӑм. Районта историпе (82 балл) тата обществознани енӗпе (83 балл) кӑтартусем те чи лайӑххи пулса тӑчӗҫ. Хусанти федераци университетне, юридика факультетне кӗрессе шанатӑп.

Марина хăйĕн экзамен панин результачĕсене онлайн-режимра ҫак вуза янă ӗнтӗ. Халӗ кӗтмелли те шанмалли ҫеҫ юлать. Юратнӑ амӑшне, шкул учителӗсене тата репетиторсене пӗлÿ панăшăн тав тӑвать. Ăслă хĕр хăйĕн тӗллевне пурнӑçласса —юрист пуласса, шанатпăр.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Марина Рябухинан çемье архивӗнчен.

 

 

Пӗл пирӗннисене!
Пӗл пирӗннисене!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: