Кӗркуннен пӗрремӗш кунĕ Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта питӗ тулӑх пулнă. Тӗп событисенчен пӗри стоматологи кабинетне уҫни пулса тӑнă. Кабинета уҫнӑ ҫӗре хисеплӗ хӑнасем хутшӑннă: Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен ҫумӗ А.А. Данилов, Пишпÿлекри тĕп район больницин тӗп врачӗ М.Ф.Абдуллин, Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. А. Семенов, "ГЛАВСПЕЦСТРОЙ" ООО директорӗ С. А.Исачкин. Уяв хӑнисем ачасене саламланă, ӑшӑ сӑмахсем каланă. Вӗренекенсен шӑлӗсене хӑвӑрт, пахалӑхлӑ, чир-чӗртен сыватмалли тата вӗсен чирӗсене профилактикӑламалли майсем ҫуралнă ĕнтĕ. Шкулсенче ҫакӑн пек кабинетсем уçни вӗренӳ процесӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Халӗ ачасем шкултан тухмасӑрах кирлӗ рекомендацисемпе сиплев илме пултараҫҫӗ вӗт.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.