Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Сентябрӗн 2023, 11:42

Радий Хабиров Еврази НОЦ çуртне юсаса ҫӗнетессине вĕçлени ҫинчен пӗлтернӗ

"Площадка питӗ лайӑх пулчӗ", - хакланă вӑл ҫӗнӗ объекта.

Радий Хабиров Еврази НОЦ çуртне юсаса ҫӗнетессине вĕçлени ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Еврази НОЦ çуртне юсаса ҫӗнетессине вĕçлени ҫинчен пӗлтернӗ


Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сетӗнчи страницинче Уфари Еврази НОЦ çуртне юсаса ҫӗнетессине вĕçлени ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл Ҫурт ӑслӑлӑхпа вӗренӳ анлӑшӗ пек, ученӑйсем, преподавательсем тата студентсем пухӑнмалли вырӑн пек шухӑшлани ҫинчен аса илтернӗ.

"Площадка питӗ лайӑх пулчӗ, - хакланă вӑл ҫӗнӗ объекта. — Эпир Пушкӑртстанра наукӑна республика аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ драйверне пӑхнӑ пек пӑхатпӑр. Юлашки темиҫе ҫул хушшинче эпир наукӑна вӗренме хушма майсем тата структура турӑмӑр.
Ҫаксем пурте ӗҫлеҫҫӗ. Пушкӑртстан Раҫҫейре наукӑпа технологи аталанӑвӗн рейтингӗпе 4-мĕш вырӑн йышӑнать. Пирӗн ученӑйсен хисепĕн шайӗ, панӑ патентсен шучӗ ӳсет. Наука ҫитӗнӗвӗсене производствӑна кӗртме тӑрӑшатпӑр. Яланах малалла каятпӑр, ҫак юхӑмра чарӑнса тӑма шутламастпӑр", - тесе ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-09-07/radiy-habirov-soobschil-o-zavershenii-rekonstruktsii-doma-evraziyskogo-nots-3424386

 

Радий Хабиров Еврази НОЦ çуртне юсаса ҫӗнетессине вĕçлени ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Еврази НОЦ çуртне юсаса ҫӗнетессине вĕçлени ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: