Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Ноябрӗн 2023, 10:25

Пушкӑрт Республикинче чӑваш тата удмурт полилингваллӑ гимназисем тӑваҫҫӗ

Кун пирки "Комсомольская правда" радиостанцине интервью панă чухне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.

Республикӑн нумай нациллӗ енӗсем ҫинчен ыйтӑва хуравланӑ май регион пуҫлӑхӗ Владимир Путин сӑмахӗсене аса илнӗ: "Пушкӑртстан Раҫҫейӗн нумай енлӗ енӗ палăрать– чӗлхе, йӑла-йӗрке, культура, тӗн". Радий Хабиров Пушкӑртстанра тӗрлӗ халӑхсен йӑлисемпе культурисемпе ҫыхӑннӑ чӑн-чӑн этнографи хуранĕ пуррине палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах патшалăх кашни этнос уйрӑмлӑхне упрама тӑрӑшать. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан - полилингвальнӑй гимназисем титул чӗлхипе ҫеҫ мар пур Раҫҫейӗн пӗртен-пӗр субъекчӗ. Сӑмахран, республикӑра полилингвальнӑй пушкӑрт, тутар, мари гимназийӗсем пур.

- Халӗ эпир тата икӗ гимнази – чӑваш тата удмурт тӑватпӑр, - палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-27/v-bashkirii-sozdayut-chuvashskuyu-i-udmurtskuyu-polilingvalnye-gimnazii-3538812

Пушкӑрт Республикинче чӑваш тата удмурт полилингваллӑ гимназисем тӑваҫҫӗ
Пушкӑрт Республикинче чӑваш тата удмурт полилингваллӑ гимназисем тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: