Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Мартӑн , 11:41

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул ҫумӗнче "Çурхи тумлам" лагерь уҫӑлнă.

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул ҫумӗнче "Çурхи тумлам" лагерь уҫӑлнă. Малтан, лагерь смени уҫнине халалланӑ чаплӑ линейкӑра, ачасем лагерь правилисемпе, саккунӗсемпе паллашнă, ҫавӑн пекех каникул вӑхӑтӗнчи хӑрушсӑрлӑх техникипе инструктажне иртнĕ, ӗҫ планне сӳтсе явнă. Ачасем хӑйсен отрячӗсем валли ятсем, девизсемпе юрӑсем хӑйсем шухӑшласа кӑларнӑ, командирсене суйланӑ. Ачасене вӑй-хал аталантарма зарядка тата тӗрлӗ хускану вӑййисем ирттернĕ. Кӑшт каннӑ хыҫҫӑн "Ҫутҫанталӑк асламӑшӗн тупсӑмӗ" ҫуркуннен паллисем ҫинчен видеоролик пӑхнă. Лагере чаплӑн уҫнине О.П. Ильмурзина ирттернӗ. Малтанхи кун савӑнӑҫлӑ та харсăр иртнӗ. Ачасем темӗн чухлӗ эмоцисем илнĕ, кӑмӑлӗсем лайӑх пулнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club206548118

 

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта çурхи лагерь уçăлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: