Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа ача-пӑча пӗрлешӗвӗсемпе хутшӑнса воспитани парас тата хутшӑнса ӗҫлекен директорсен советникӗсем пилӗк пин тенкӗ тӳлев илĕç. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн правительствӑпа канашлӑвӗнче Татьяна Голикова вице-премьер каланă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, правительствӑн тивӗҫлӗ постановленийӗ хатӗр.
"Раҫҫейри йӑла-йӗркепе кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упрас тата ҫирӗплетес енӗпе патшалӑх политикин никӗсӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлатпӑр. Воспитани ыйтӑвӗсенче эпир ҫав шутра ача-пӑча общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса воспитани парас енĕпе ӗҫлекен директорсен советникӗсем ҫине таянатпӑр. Ҫӗршыври шкулсемпе колледжсенче, ҫӗнӗ регионсене шута илсе, паян 37 пин ытла советник ӗҫлет. Эсир хушнипе килӗшӳллӗн, Владимир Владимирович, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа советниксене пилӗкшер пин тенкӗ тӳлеме пуҫлаҫҫӗ", - тенӗ Татьяна Голикова.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.