#владимирпутин
Владимир Путин Президент Раҫҫейри шкултан вӗренсе тухакансене саламланă.
"Ҫак кунсенче пӗтӗм Раççейĕпе, пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр илемлӗ те аслӑ ҫӗршывĕпе, шкултан вӗренсе тухнине чысланă мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗренсе тухакансене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, ҫывӑх ҫыннисене, наставникĕсене ҫак ытарма ҫук, ӗмӗтсемпе, шанчӑксемпе, ҫамрӑклӑхӑн романтикипе тулнӑ уявпа чӗререн саламлас тетӗп.
Ку сирӗншӗн уйрӑм, питӗ хумхантаракан самант. Пурнӑҫӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланать, вӑл тапхӑрта эсир хӑвӑр тӗллӗн, пысӑкрах, тӗп решенисене пурне те хӑвӑр йышӑнатӑр.
Шкулпа сывпуллашнӑ чух эпир хамӑр педагогсене тав тӑватпӑр. Шкулти малтанхи кунсенчех вӗсем юнашар пулнӑ, сирӗншӗн тӑванĕсемшĕн пекех куляннӑ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшнӑ, хӑвăр вăя шанма пулӑшнӑ.
Сирӗн учителӗрсем сирӗн ҫитӗнӳсемпе яланах савӑнӗҫ, вӗсем вара сирӗн, шансах тӑратӑп, пур пахалӑхăрсене пула: тӗллев, тимлӗх, ҫӗнӗ пӗлӳ тата хӑнӑху тупасшӑн, пулас профессире ҫирӗпленесшӗн, ҫынсене усӑ кӳресшӗн, тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлесе тӑрасшӑн тӑрӑшӗҫ.
Чи кирли — хăвăрăн призванине пурнӑҫа кӗртесси, кӑмӑла каякан ӗҫ тупасси. Вара сире чи кӑткӑс задачӑсем вӑй парса тӑрӗҫ, сирӗн ҫитӗнӳсем ыттисене хавхалантарӗҫ.
Паллах, кашни ҫыншӑн тӗп тӗрек — ҫемье. Шансах тӑратӑп, эсир ҫемьери чи лайӑх йӑласене малалла тӑсатӑр, паян ӗмӗтленекен пуласлӑха пурте пӗрле тума пултаратӑр.
Сире пурсӑра та ҫитӗнӳсем, хавхалану, пысӑк ҫӗнтерӳсем сунатӑп.
Уяв ячӗпе сире! Телейлӗ пулӑр!"— тенӗ Президент видео чӗнсе каланинче.