Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Июлӗн , 12:31

Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!

Хушăлкари вăтам шкултан вӗренсе тухакансен каҫĕ иртнӗ.

Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!

Хушăлкари вăтам шкултан вӗренсе тухакансен каҫĕ иртнӗ. Чи ӑшӑ та ырӑ суннисем юратнӑ учительсенчен, ашшӗ-амӑшӗсенчен, хӑнасенчен, класс ертӳҫинчен Е.Г. Семеноваран янӑранӑ.

Вӗренсе тухакансем те хӑйсен тӑванӗсемпе юратнӑ вӗрентекенӗсене, ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсене тав тунӑ.

Ҫав кун тăхăр вӗренекене вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат панă, вӗсенчен иккӗшӗ отличипе аттестат илнӗ. Э. Иванова «Вӗренӳри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн" ылтӑн медаль тата В. Маркова «Вӗрентÿри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн" кӗмӗл медаль илнĕ.

Шкултан вӗренсе тухни – ӗнерхи шкул ачисен пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш яваплă тапхӑр, малта ачасене хӗрӳ вӑхӑт кӗтет – аслӑ шкула кӗресси. Ан тив, вӗсен ҫитӗннӗ пурнӑҫ ҫулӗ ансат ан пултӑр, анчах эпир хамӑр ачасем пурне те тума пултарасса шанатпӑр.

Ӑнӑҫу сире, вӗренсе тухакансем! Ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр! Чӑрсӑрланӑр, хӑтланса пӑхӑр, юратăр, ырӑ ӗҫсем тӑвӑр!

Эсир, аҫӑр-аннӗрсем, мӗн ӗмӗтленни пӗтӗмпех пурнӑҫлантӑр. Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public202011028

 

Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, хаклӑ вӗренсе тухакансем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: