Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Августӑн , 12:11

Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне

Усак-Кичури вӑтам шкула "Вӗренӳ" наци проекчӗпе юсанӑ.

Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне
Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне

Усак-Кичури вӑтам шкула "Вӗренӳ" наци проекчӗпе юсанӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ачасене ӑшӑ, хӑтлӑ условисенче хальхи пӗлӳ илме, аталанма, ҫӗршыври чӑн-чӑн патриотсем пулма условисем туса пама тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе чӑнах та нумай ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Цифрӑсем ҫине пӑхса илни те çителӗклӗ: 2023 ҫулта 5098 вырӑнлăх сакӑр шкула тата 660 вырӑнлӑх виҫӗ ача садне хута янă.

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче вӗренӳ учрежденийӗсен ҫурчӗсене юсас енӗпе интенсивлӑ ӗҫ пынӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа шкул ачисен хӑтлӑ, оборудованиллӗ, хальхи вӑхӑтри требованисене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ пӳлӗмсем кӗтсе илмелле. Кӑҫал пирӗн районта та патшалӑх программипе (вӗренӳ учрежденийӗсен тĕп юсав программи шайӗнче) Усак-Кичури вӑтам шкулӗнче пысӑк юсав пурнӑҫланӑ.

Хальхи ҫурт яла пачах урӑхла сӑн-сӑпат кӳрет. Фасадне тӗрлӗ тӗслӗ металлосайдингран тунӑ, алӑк ҫинче шкул ачисене пĕлÿ ҫӗршывне чӗнекен ҫыру ҫакӑнса тӑрать.

Темиҫе йăхăн ачисем вӗреннӗ вӗренӳ вучахне 1978 ҫулта туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулĕ тӗлне шкулта ҫулсерен косметика юсавӗ ирттернӗ. Кӑҫал юсав ӗҫӗсене "Альянс" ООО строительство бригади тунă. Ҫак тӗллев валли 63 миллиона яхӑн тенкӗ укçа уйӑрнӑ.

"Вӗренӳ" наци проекчӗн "Шкулпа вӗренӳ тытӑмне модернизацилесси" федераци программипе ҫурт тӑррине юсама, чӳречесене пластик чÿречесемпе улăштарма, шалти коммуникаципе санузелсене улӑштарма, т. ыт. те палӑртнӑ, ӗҫ калӑпӑшӗ чылай пулнӑ, çавăнпа юсама хӗллех пуҫланӑ. Строительсен бригадинче иртен пуҫласа каҫчен 26 ҫын ӗҫленӗ.

Шкулта кивӗ чӳречесем вырӑнне пластиксене лартнă. Ҫуртӑн интерьерӗ те пӗтӗмпех ҫӗнелнӗ. Эпир килнӗ кун пӗрремӗш хутра трубасем, цемент миххисем выртатчӗҫ-ха, иккӗмӗш хутӗнче ĕçсем вӗҫленӗччӗ ӗнтӗ. Рабочисем вентиляци трубисемпе алӑкӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен программа хушнипе усӑ курмалли пусма явмалла пулнӑ-ха. Класс пӳлӗмӗсенче сӑрӑ шӑрши кӗрет, вӗсенче электроэнерги сахалтарах çиекен лампăсем вырнаҫтарнӑ. Чӳречесем ҫине жалюзисем лартнӑ. Кабинетсене сӑрӑ, ҫутӑ-сарӑ тата хӗрлӗрех сӑрпа сӑрланӑ.

Шкул ачисем хӑйсен столовӑйне палламĕç те ĕнтĕ. Кухня блокӗ самаях улшӑннӑ: стенана сӳтсе столовӑйне сарнӑ, халӗ вӗренекенсем пысӑк та ҫутӑ залра апатланма пултараҫҫӗ. Урайӗнчен маччана ҫити ҫӗнетнӗ, сӑрланӑ, юсанӑ.

Кивӗ тата ҫӗнӗ шкул сӑнӳкерчӗкӗсене танлаштарсан, пӗлӗтпе ҫӗр пекех. Ануза Лутфуллина шкул директорӗ каланӑ тӑрӑх, кунта пурте ҫӗнелнӗ. Юсав пахалӑхӗ те ялан контрольте пулнă, район ертӳҫи подряд организацийӗн ертӳҫипе тӑтӑшах хутшӑннă.

Строительство организацийӗ вӗҫленÿ ӗҫĕсене пурнӑҫланă. Ҫак кунсенче интерактивлӑ оборудовани тата ҫӗнӗ сӗтел-пукан илсе килĕç.

— Вӑрӑма тӑсӑлакан вӑйлӑ ҫумӑрсене пула йывӑртарах пулчĕ, территорие юсас тата хӑтлӑх кӗртес ӗҫре ӗҫ графикне корректировка тумалла пулчĕ. Хальхи вӑхӑтра подрядчиксем объекта вӑхӑтра пама ӗлкӗрес тесе ӗҫсен интенсивлӑхне ӳстерме хушма резервсем явӑҫтараҫҫӗ, — тет шкул директорӗ.

Кӗҫ-вӗҫ Пӗлӳ кунӗ ҫитет. Кӑҫал ҫӗнелнӗ, хальхи шкулта 100 ача вӗренӗ. Учительсем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, ачасем те шкула пысӑк парне вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, чĕререн тав тӑваҫҫӗ.

— Пирӗн класра пурӗ 11 вӗренекен. Пире лайӑх, ырӑ учительсем вӗрентеҫҫӗ, вӗсем яланах пулӑшма хатӗр. Эпӗ тӑван ялта 11 класс пӗтерсен, программист пуласшӑн. Эпӗ шкула юсанӑ хыҫҫӑн курман-ха, анчах унта вӗренме мана та, манпа пӗр класра вӗренекенсене те килӗшессе шанатӑп, — тет Усак-Кичури вӑтам шкулти 8-мĕш класра вӗренекен Айдар Юмагулов.

— Эпӗ шкулӑн ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн членӗ. Ял ҫыннисемшӗн ҫӗнетнӗ шкул — пысӑк савӑнӑҫ, уншӑн ачасем те савӑнаҫҫӗ. Эпӗ ҫирӗм пилӗк ҫул каялла ҫак шкултан вӗренсе тухрӑм, халӗ унта манӑн хӗрсем вӗренеҫҫӗ. Диляра — отличница, вӑл виҫҫӗмӗш класа каять, Илиза — пиллӗкмӗшне, Радмила — саккӑрмӗшне, вӗсем те начар мар вӗренеҫҫӗ. Эпир ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ҫӗнетнӗ шкулта вĕренме пӗтӗмпех хатӗр, — каласа пачĕ виҫӗ ача амӑшӗ Гульсина Хайретдинова.

Ляйля ГУМЕРОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ляйля Гумерова.

 

Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне
Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне
Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне
Пӗлӳ кунӗ тĕлне парне
Ануза Камилевна ЛУТФУЛЛИНА, Усак-Кичури вӑтам шкул директорӗ: — Ӗлӗкхи шкултан стенисем ҫеҫ юлчĕç, тӗп юсав вӑхӑтӗнче вӑл никӗсрен пуҫласа пӳрт тӑррине ҫитиех йӑлтах улшӑнчĕ: кӗмелли площадкӑна, алӑксене, пушар сигнализацине, канализацине, ӑшӑ системине, электричество сетьне, пӳрт тӑррисене, урайне юсарĕç. Коридорта плитка сарчĕç, класс пӳлӗмӗсем валли линолеум илсе килчĕç. Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗллевпе ҫурта пушара хирӗҫле системӑпа сыхламалли оборудовани турӗҫ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: