Эсир хӑвӑра пысӑк та пархатарлӑ ӗҫе — ҫитӗнекен ӑрӑва ҫутта кӑларас ӗҫе халалланӑ. Ачана тĕнчене пӗлме, пултарулӑхпа талантне уҫса пама, ҫын пулма пулӑшасси — пысӑк ӗҫ. Сирӗн ӗҫ валли чунăн уйрӑм пахалӑхсем кирлӗ: хӑвна ху шеллемесӗр пурӑнни, тарӑн пӗлӳ, талант, хӗрхенӳ, ӳсӗмпе ырлӑх. Кашнине чӑн-чӑн учитель пулма шăпа пÿрмен. Шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ, сирӗн ӗҫ вăл — профессии кăна мар. Ку чӑн-чӑн тивӗҫ.
Пишпÿлек районӗ педагогика традицийӗсемпе чапа тухнӑ. Пирӗн учительсем хӑйсен ӗҫне чӗререн юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ, яланах пултарулӑх шыравӗнче тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ, професси ӑсталӑхне ӳстереҫҫӗ. Малашне те ҫапла пуласса шанатпӑр.
Ырлăх-сывлӑх тата тăнăçлӑх сунатпăр! Сирӗн пур пуҫарӑвӑрта та ҫывӑх ҫынсене пулӑшни, ӑнӑҫу пултӑр.
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.А. ГАЛЕЕВ.