Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Мартӑн , 11:59

Екатерина Гурьянована 1 степеньлӗ дипломпа наградӑланӑ

2025 ҫулхи мартăн 5-6-мӗшӗсенче Пушкӑрт патшалӑх аграри университетӗнче регионти ҫамрӑксен тӗпчев ӗҫӗсен В.И. Вернадский ячĕллĕ конкурсĕ иртнĕ.

Куҫӑн тапхӑра Хушăлкари вăтам шкулти 11-мĕш класра вӗренекен Екатерина Гурьянована чӗннӗ. Наука ертӳҫи - биологи учителӗ Надежда Евдокимовна Васильева.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх Екатерина Гурьянова конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тăнă, ăна 1 степеньлӗ дипломпа наградӑланӑ.
Вӗсене конкурсри ҫӗнтерӳ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр! Вӗренӳре малашнехи пултарулӑх ҫитӗнÿсем тума сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028

Екатерина Гурьянована 1 степеньлӗ дипломпа наградӑланӑ
Екатерина Гурьянована 1 степеньлӗ дипломпа наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: