Ҫак анлӑ федераллӑ форум Пушкӑрт тӗп хулинче "Торатау" конгресс-холра июлӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 4-мӗшӗччен иртет.
Съездӑн тӗп тӗллевӗ - ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене обществӑна тата пӗтӗм ҫӗршыва аталантарассипе ҫыхӑннӑ тӗп ыйтусене татса пама явӑҫтарасси. Ҫамрӑк ученӑйсемпе студентсен наука обществисен совечӗсен съездне Раҫҫей Президенчӗ хушнипе кашни ҫул йӗркелеҫҫӗ, Наукӑпа технологи вунӑҫуллӑхӗн (2022-2031 ҫулсем) мероприятийӗсен шутне кӗрет.
Форумӑн ӗҫлӗ программине 50 ытла мероприяти кӗрет. Вӑл патшалӑх представителӗсем, наука организацийӗсемпе университетсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех малта пыракан ученӑйсем хутшӑнакан дискусси сессийӗсем кӑна мар, практикӑн анлӑ пайӗ пулса тӑрать: кашни кун унта хутшӑнакансем валли ҫӗршывӑн "наука политикин" темисемпе мастер-классем тата проект ӗҫӗ ирттерме палӑртнӑ.
Съезда Раҫҫейри 2000 яхӑн ӑсчах хутшӑнӗ. Хутшӑнма заявкӑсем çавӑн пекех Беларуçран, Китайран, Азербайджанран, Казахстанран, Узбекистанран, Арменирен тата Чӑваш Енрен килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер ҫамрӑк ӑсчахсем Уфари аслӑ шкулсем хушшинчи кампуса, аслӑ шкулсемпе музейсене ҫитсе курнă.