Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн «Затейники» аслӑ ушкӑнăн воспитанникӗсем «Ача сасси» Пӗтӗм Раҫҫей акцине «Ачалӑх ориентирӗсем 5.0» форум шайӗнче хутшӑнаҫҫӗ, вӑл 2025 ҫулхи августăн 9-10-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.
Ҫамрӑк хутшӑнакансем хӑйсен ӗмӗчӗн ача сачӗ пирки каласа панă, идеаллӑ ача садне ӳкерчӗксем урлӑ курни-илтнине пӗлтернĕ, «Манӑн ӗмӗтри ача сачӗ — вӑл хӑҫан...» сӑмахӗсемпе цитатӑна малалла тӑснă.
«Ача сасси» вӑл — пирӗншӗн, аслисемшӗн, чи лайӑх ориентир, ачасен хальхи тата пулас телейӗ пирӗн алӑра-ҫке.
#ОриентирыДетства_ГолосРебенка
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771