Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
1 Сентябрӗн , 10:17

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисене Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ

  #владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисене Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисене Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ
 
#владимирпутин
«Хаклӑ туссем!
 
Шкул ачисене, колледжсенче вӗренекенсене, аслӑ шкул студенчӗсене, педагогсене, вӗренекенсен ашшӗ-амӑшне Пӗлӳ кунӗпе саламлама хавас.
Ҫак уявпа пирӗн кашнин биографийӗ ҫыхӑннӑ, ара, ҫитӗннисен пурнӑҫне эпир пурте шӑпах шкулта пуҫланӑ, сентябрӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ савӑнӑҫпа хумхану туйӑмӗсене лайӑх астӑватпӑр. Акӑ паян та Раҫҫейри чылай ҫемье ачисемпе мӑнукӗсене шкула ӑсатать.
Уйрӑмах пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑракан ачасене саламласшӑн. Сирӗншӗн, пирӗн хаклӑ пӗрремӗш класс ачисем, ҫӗнӗ, яваплӑ тата, шансах тӑратӑп, илӗртӳллӗ вӑхӑт пуҫланать — эсир йӗркеленсе аталанмалли, пултарулӑхпа талантсене уҫса памалли вӑхӑт.
Шкул программинчи кашни предмет ҫӗннине пӗлмелли анлӑ майсем уҫать. Анчах шкулта сире педагогсем, вӗрентекенсем, шанчӑклӑ туссемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем кӗтни те пӗлтерӗшлӗ.
 
Сирӗн — Раҫҫейри мӗнпур ачан, ҫамрӑк ӑрӑвӑн — хальхи пӗлӗве алла илме, хушма занятисем, пултарулӑх, спорт тата усӑллӑ кану валли лайӑх условисем пулччӑр тесе эпир пурне те тӑвӑпӑр. Пирӗн ҫӗршыври кашни ача сывӑ, телейлӗ, килӗшӳллӗ аталаннӑ ҫын пулса ӳстӗр, паха пӗлӳ илсе кӑмӑла каякан ӗҫ суйласа илме, хӑйӗн вӑй-хӑватне пурнӑҫа кӗртме, хӑйӗн халӑхĕшĕн ӗҫлеме пултартӑр. Пирӗн ачасем Тӑван ҫӗршыва пӗтӗм чӗререн юратчӑр, аслисене хисеплеччӗр, туслӑхпа юлташлӑха хаклаччӑр.
Кӑҫал 85 ҫул тултаракан вӑтам професси пӗлӗвӗн тытӑмӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, хальхи ҫӗнетӳ иртет. Вӑл ҫамрӑк ҫынсен пӗлсе суйлавӗ пулса пырать, вӗсем вара экономика ыйтакан профессисене алла илеҫҫӗ. 
Паха пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем пур шайра та пыраҫҫӗ — ача сачӗсенчен пуҫласа университетсем таранах. Кунта тӗп тӗллев те — практикӑра ҫамрӑк ӑрусемшӗн пурнӑҫӑн шанчӑклӑ стартне тивӗҫтересси.
Хальхи вӗренекенсен мӗнпур педагогне, ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне чун-чӗререн ӑнӑҫу тата, паллах, ырлӑх-сывлӑх сунатӑп.
 
Уяв ячӗпе сире, Пӗлӳ кунӗ ячӗпе!
 
Ырӑ ҫул пултӑр!», - тенӗ Президент саламӗнче.
 
 

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисене Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисене Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас