Çутă çул
+24 °С
Дождь
Вĕрентÿ
2 Сентября 2025, 06:39

Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ

  Сентябрӗн 1-мӗшӗ - пур ачасемшӗн те кӑмӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах хумхануллӑ уяв.

Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕСентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
 
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - пур ачасемшӗн те кӑмӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах хумхануллӑ уяв.
Анчах ҫак куна пӗрремӗш класс ачисем уйрӑмах хӑраса, кӑсӑкланса кӗтеҫҫӗ.
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Пишпÿлек ялӗн тӗп площадĕнче пӗрремӗш класс ачисем валли Пӗлӳ кунне халалланӑ уяв хатӗрленĕ.
Пишпÿлекри Ҫамрӑк Гварди хастарӗсем ачасем валли сӗтелҫи вӑййисем: ҫӑмӑл шут, ҫӳллӗ вырӑн тата магнит ҫапӑҫӑвӗ - йĕркеленĕ.
Ачасем ҫӗнӗ вӑйӑсемпе кӑсӑкланнă, нумай ыйтусем панă, кашни самантшӑн чун-чӗререн савӑннă.
Вӗсене ӑслӑлӑхпа пултарулӑх тӗнчине илӗртӳллӗ ҫулҫӳрев кӗтет тесе шанатпӑр эпир.
Хаклӑ ачасем! Вӗренни савӑнӑҫ кӳтӗр, шкулти кашни кун пӗчӗк вӗренекенсен пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑм пулса тӑтӑр.
#МолодаяГвардия
#МолодаяГвардияРБ
#МГЕР #МГЕР102
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - Пĕлÿ кунĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас