Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Сентябрӗн , 10:25

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чечек вӑрлӑхĕсем пухнă

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чӑн–чӑн ҫут ҫанталӑк мыскарине — вӑрлӑх пухма кайнӑ!

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чечек вӑрлӑхĕсем пухнă
Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чечек вӑрлӑхĕсем пухнă

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чӑн–чӑн ҫут ҫанталӑк мыскарине — вӑрлӑх пухма кайнӑ! Уҫӑлса ҫӳрени кӑна мар, тӗнчене пӗлмелли илӗртӳллӗ урок пулнă ку.

О.И. Саитова воспитатель ертсе пынипе ачасем чечек, йывӑҫ тата пахча ҫимӗҫ вӑррисем ӑҫта ӳснине пӗлнĕ.

Вӗсем ҫут ҫанталӑка сӑнанӑ: кӗркунне ӳсен-тӑрана ҫӗнӗ сезона хатӗрленине курнӑ.

Моторикӑна лайӑх тренировка тунă: вӑрлӑха типтерлӗн пуҫтарнă, пӳрнесен ҫаврӑнӑҫулӑхне хӑнӑхтарнă.

Ҫут ҫанталӑка упрама вӗреннĕ: кашни пӗчӗк вӑрлӑхӑн хакне ӑнланнă.

Пухнӑ вӑрлӑх пултарулӑх алӗҫӗсем валли, тен, чӳрече янахӗ ҫинчи ача пахчи валли те материал пулӗ!

#детскийсад #осень #сборсемян #дети #дошкольники #развитиедетей #природа #образование

 

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640710

 

 

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чечек вӑрлӑхĕсем пухнă
Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн пĕчĕк тӗпчевҫисем чечек вӑрлӑхĕсем пухнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас