Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Сентябрӗн 2025, 08:03

Сентябрӗн 27-мӗшӗ - Шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунӗ

Хисеплӗ воспитательсем, шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫченӗсем тата ветеранĕсем! Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Сентябрӗн 27-мӗшӗ - Шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунӗ
Сентябрӗн 27-мӗшӗ - Шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунӗ
Хисеплӗ воспитательсем, шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫченӗсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Сирӗн ӗҫ - чӑн-чӑн професси. Сирӗн ҫинче уйрӑм яваплӑх ― пирӗн районти пӗчӗк ҫынсемшӗн тӑрӑшасси. Сире пысӑк талант — ачасемпе пӗр чӗлхе тупма, кашни ачан чӗрин уҫҫине суйласа илме, хӑвăрăн воспитанникӗрсенче хӑйне евӗрлӗ пултарулӑха аталантарма пултарни - панӑ. Шӑпах сирӗн профессионализмпа ӑслӑлӑхран килет пирӗн ачасен малашнехи аталанӑвӗ.
Паян, уяв умӗн, профессие чунтан парӑннӑшӑн, ачасене эсир парнелекен юратушӑн, тимлӗхпе ӑшӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр.
Сирӗн сывлӑх ҫирӗплентӗр, пурнӑҫ ырлӑх-пурлӑхпа, пултарулӑхпа тата хавхаланупа тултӑр.
Сире кашнине тӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ, килӗшӳ сунатпӑр! Уяв ячӗпе!
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
Район канашӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
 
Сентябрӗн 27-мӗшӗ - Шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунӗ
Сентябрӗн 27-мӗшӗ - Шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунӗ
Сентябрӗн 27-мӗшӗ - Шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас