Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
30 Сентябрӗн , 10:41

Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Уфари шкул ачине чысланӑ

Радий Хабиров Уфари 93-мӗш физикӑпа математика лицейӗнче 11-мӗш класра вӗренекен София Салангинана, климат улшӑнӑвӗ тата экологи ыйтӑвӗсемпе иртекен пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑскере, наградӑланă.

Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Уфари шкул ачине чысланӑ
Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Уфари шкул ачине чысланӑ

 

Радий Хабиров Уфари 93-мӗш физикӑпа математика лицейӗнче 11-мӗш класра вӗренекен София Салангинана, климат улшӑнӑвӗ тата экологи ыйтӑвӗсемпе иртекен пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑскере, наградӑланă.

Наградӑламалли церемони эрнесерен иртекен оперативлӑ канашлура пулнă. Республика пуҫлӑхӗн тав сӑмахне çавӑн пекех Софиян вӗрентекенӗсем – биологи учителӗ Анна Вайн тата Республикӑри ача-пӑча экологипе биологи центрӗн директорӗ Екатерина Кошелева тивӗҫнĕ.

Пӗтӗм тӗнчери олимпиада 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Сириус» федераци территорийӗнче иртнӗ. Тупӑшӑва 11 ҫӗршыври шкул ачисем хутшӑннӑ, эрне хушшинче актуаллӑ ӑслӑлӑх задачисене татса панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ хулари курӑклӑ ӳсен-тӑран атмосферӑри углекислый газ виҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпчекен проектпа паллаштарнă.

Радий Хабиров ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем системӑллӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ пулса тӑнине палӑртнă, Софийӑна малалла вӗренӳре ӑнӑҫу суннă.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн официаллӑ сайчӗ.

 

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-09-29/glava-bashkirii-nagradil-shkolnitsu-iz-ufy-4406930

 

Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Уфари шкул ачине чысланӑ
Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Уфари шкул ачине чысланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас