2025 ҫулхи октябрĕн 15-мӗшӗнче Самара облаҫӗнчи Похвистнево хулинче шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвӗ шайӗнче «ИнноФест-2025» регионсем хушшинчи педагогика идейисемпе инновацисен Атӑлҫи фестивалӗн финал тапхӑрӗ иртнӗ.
Тӗрлӗ регионти чи лайӑх 150 педагога пӗрлештернӗ фестивале пӗлтерӗшлӗ темӑна халалланӑ:
«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи — мӑнаҫлӑ янӑрать!».
Унӑн тӗп тӗллевӗ — ачасене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хисеплеме вӗрентес тата истори ӑс-хакӑлне упраса хӑварас тӗллевлӗ педагогика практикисене кӑтартса сарасси пулнă.
Финалистсен йышне Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн педагогӗсем те кӗнӗ:
Ирина Владимировна Чернова, аслӑ воспитатель, Оксана Владимировна Метелева, учитель-логопед.
Вӗсем ӗҫтешӗсене хӑйсен методика ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, унта:
- Ачасене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пӗлтерӗшне ӑнланма вӗрентессипе;
- Тӗрлӗ ӑру салтакӗсене хисеплеме йӗркелессипе;
- 1945 ҫулхи Аслӑ Ҫӗнтерӗве асра тытнипе паллаштараççĕ.
Вӗсем тухса каланисене фестиваль эксперчӗсемпе пайташӗсем пысӑк хак панă!
Ача сачĕн ĕçченĕсене чаплӑ кӑтартусемпе мӑнаҫлӑн саламлатпӑр:
Ирина Владимировна Чернована — «Методика хӑна пӳлӗмӗ. Педагогика проекчӗсем» номинацире ҫӗнтернӗшĕн.
Оксана Владимировна Метелевана — «Педагогика идейисен асамат кӗперӗ» номинацире лауреат пулнăшăн.
Ку — вӗсен профессионализмне, пултарулӑхне тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе чунтан парӑннине тивӗҫлипе хаклани.
Педагогсене тунӑ ҫитӗнӳсемпе чарӑнса тӑмасса, ӗҫтешсемпе воспитанниксене хавхалантарма, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе профессири ҫутӑ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
Хамӑрӑн педагогсемпе мăнаçланатпӑр!
#педагогиулыбка
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.