Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
10 Ноябрӗн , 11:23

Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ

2025 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен «Пушкӑртстан Республикин шкулӗсен президенчӗсен слечӗ» иртнӗ.

Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
2025 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Серафимов Максим Владимирович ячӗллӗ «Патриот» Пушкӑртстан Республикин Ҫарпа патриот паркӗ» АНО никӗсӗ ҫинче «Пушкӑртстан Республикин шкулӗсен президенчӗсен слечӗ» иртнӗ.
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул президенчĕ, 9 «Б» класра вӗренекен  Матвей Васильев Пишпÿлек районне ҫак пысӑк мероприятире тивӗҫлипе паллаштарнипе мӑнаҫланать.
 
Слета хутшӑнакансем валли пуян программа хатӗрленӗ:
1-мӗш кун: Командӑсем йӗркелесси тата чаплӑ уҫу церемонийӗ.
2-мӗш кун: «Патриот» парк тӑрӑх экскурси, кӑсӑк кейс-чемпионат, вӗренекенсен канашӗпе ӗҫлесси тата аталанӑвӑн ҫул-йӗр карттине пӗрле хатӗрлесси. Унпа пӗрле экспертсенчен пӗлӳ паракан лекци площадкисем иртнӗ.
Матвей хаклӑ пӗлӳ, манӑҫми туйӑмсем илнӗ, чи пӗлтерӗшли, республикӑри шкулсен президенчӗсем хушшинче ҫӗнӗ туссем, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем тупнă. Ку калама ҫук тухӑҫлӑ опыт пулнӑ, вӑл, паллах, ӑна малашне пирӗн шкул ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме пулӑшӗ.
Матвее эпир ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ ятпа саламлатпӑр, ӑна вӗренекенсен хӑйтытӑмлӑхне аталантарас ӗҫре малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
 
#НавигаторыДетстваРБ
#Бижбулякскийрайон
#Бижбуляк2школа
#Росдетцентр
#ДвижениеПервыхБижбуляк
#Президентшколы
#Ученическоесамоуправление
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
Пирӗн президент республикӑри слета хутшӑннӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас