"Ку ӗнтӗ Раҫҫей Геройӗ Максим Серафимов ячӗллӗ "Патриот" паркра ҫамрӑк ачасем валли ирттерекен "Мужской разговор" республикӑри виҫҫӗмӗш патриотла форум.
Кӑҫал эпир кунта республикӑри 68 колледжран виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен 200 студента йыхравларӑмӑр. Программӑра - тактика вӗрентӗвӗ, теори тата практика хатӗрленӗвӗ. Паллах, пирӗн Тӑван ҫӗршыв, унӑн историйӗ, геройӗсем тата вӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен чӑн-чӑн арҫын калаҫӑвӗ.
Ҫак ачасенчен пӗри хӑйӗн шӑпине ҫар службипе ҫыхӑнтарӗ. Камӑн та пулин ытти сферӑра усӑллӑ пулас килет. Анчах тӗрӗсех, вӗсем паян илекен хӑнӑхусем пурнӑҫра кирлӗ пулӗҫ. Пирӗн пӗрлехи тӗллев вара - ҫак каччӑсем пурте чӑн-чӑн патриотсем пулччӑр, вӗсем пирӗн республикӑна тата ҫӗршыва чунтан юратаҫҫӗ.
Вӗсене пурне те ырӑ сунатӑп! Вӗсен кашнин пурнӑҫӗнче тикӗс ҫулсем", - çырать республика Пуçлăхĕ.
https://vk.com/wall413272232_1537550
Сăнÿкерчĕкĕ:Динар Калимуллин.