Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
1 Апрелӗн , 10:49

Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Туслӑх асамат кӗперӗ» кӑнтӑрлахи лагерь хӑйӗн алӑкӗсене уҫнă.

Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă
Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Туслӑх асамат кӗперӗ» кӑнтӑрлахи лагерь хӑйӗн алӑкӗсене уҫнă.

Лагерьти пӗрремӗш кун вӑл яланах пӑлхану, ҫӗнӗ паллашусем тата мыскарасем кӗтни. Лагере уҫасси уйрӑмах уҫҫӑн иртнӗ: ачасем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫлеме тата хӳтӗленме хатӗр» физкультурӑпа спорт комплексне халалланӑ «Мини ГТО» спорт уявне хутшӑннă. Кун чаплӑ линейкӑран пуҫланнă, унта ачасем вожатӑйсемпе, педагогсемпе тата лагерь правилисемпе паллашнă. Зарядкӑпа ирхи апат хыҫҫӑн ачасем пурте спорт залне кайнă, унта вӗсене спорт уявӗн йӗркелӳҫи А.А. Ахмадуллин кĕтсе илнĕ.

«Мини ГТО» программа пуян та интереслӗ пулнă. Ачасем хавхаланса нормативсене пурнӑҫланӑ: кӗлеткене малалла тайӑлтарассине, туртӑнассине, тӗрткеленессине, вырӑнтан вӑрӑмӑшне сикессине, кӗлеткене ҫӗклессине.

Кашниех пӗр-пӗрне хавхалантарса хыттӑн кӑшкӑрса, алӑ ҫупса чи лайӑх кӑтарту кӑтартма тӑрӑшнă.

Лагерьте пӗрремӗш кун хаваслӑ та спорт старчӗ пулнă. Ачасем хастар канни усӑллӑ кӑна мар, питӗ интереслӗ пулнине ӗненнĕ. Малта вӗсене тата нумай ҫутӑ пулӑмсем, ҫӗнӗ туссем тата манӑҫми туйӑмсем кӗтеҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210652587

 

 

 

Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă
Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă
Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă
Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă
Шкулта кӑнтӑрлахи лагерь ĕçлеме тытăннă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас