Хушăлкари вăтам шкулта хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене тытса пыма ирӗк паракан экзаменсем пама çине тăрса хатӗрленеççĕ. Кӗҫех вӗренекенсем хӑйсен ӑсталӑхне Гостехнадзор инспекторне кӑтартӗҫ.
Вӗсем тулли вӗренӳ курсӗ итрнĕ: трактор устройствин теорирен пуҫласа площадкӑра хӑнӑхтарусене шанчӑклӑн пурнӑҫласси таранах. Умра - чи яваплӑ тӗрӗслев. Хумханни йӗркеллӗ пулнине пӗлетпӗр, анчах ӗненетпӗр: хатӗрленни, лӑпкӑлӑх питӗ лайӑх ҫӗнтерме пулӑшӗ!
Ачасене сунатпӑр:
- пур элемента та уҫӑмлӑ пурнӑҫлама;
- хăйсен вăйне шанма;
- инспекторпа ҫӑмӑллӑнах хутшӑнма.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен
https://vk.com/public202011028