Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн кӑнтӑрлахи лагерьти кун вут хыптаракан ритмсемпе зарядка тунинчен пуҫланнă — урасем хӑйсемех ташша кайнă.
Тутлӑ ирхи апат хыҫҫӑн ачасем чӑн-чӑн актерсем пулса тӑнă. Юмахсене хальхи пек вылянă — кашниех хӑйне сцена ҫӑлтӑрӗ пек туйнă.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вара пысӑк та кирлӗ ӗҫ пулнă. «Вӑхӑтра пулӑшни» кружок ертӳҫи Р.Ф. Сарварова пирӗн СВО зонинчи боецсем валли маскировка сеткисем ҫыхас енӗпе мастер-класс ирттернӗ. Ачасем ҫыхма вӗреннӗ, чунне парса ӗҫленӗ.
Кун пуян пулнă:
- музыка тата хускану,
- пултарулӑх тата сцена,
- усӑллӑ ӗҫ тата ыттисене пулӑшасси.
Ачасем вӑхӑта хаваслӑ кӑна ирттермен — вӗсем пурнӑҫра кирлӗ пулакан пӗлӳпе опыт илнĕ.
Лагерь вӑл — каникул кӑна мар, пӗчӗк пурнӑҫ!
#Лагерь2026 #НашиДети #ТеатрИМузыка #СвоихНеБросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.