

Пушкӑртстан Республикин ҫамрӑкӗсене професси енӗпе ориентацилемелли тата маршрутизацилемелли мероприятисен планӗпе килӗшӳллӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри «Турникетсемсӗр эрне» акци шайӗнче К.Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкулта вӗренекенӗсем валли Пишпÿлек ялӗнчи 68-мӗш Пушарпа ҫӑлав чаҫне экскурси йӗркеленӗ. Экскурсие 68-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн пуҫлӑхӗ Ильмир Борисович Маликов ирттернӗ.
Экскурси ачасемшӗн чи паттӑр та кирлӗ профессисенчен пӗринпе — МЧС ӗҫченӗпе — паллашма питӗ лайӑх май пулнă.
Шкул ачисем ӗҫ уйрӑмлӑхӗ ҫинчен каласа панине питӗ кӑсӑкланса итленĕ, дежурство мӗнле иртнине, ҫӑлавҫӑсен умӗнче мӗнле тӗллевсем тӑнине тата васкавлӑ лару-тӑрура команда пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлнĕ. Экскурси вӑхӑтӗнче МЧСăн пӗрлехи диспетчер службине те ҫитсе курнă. Вӗренекенсене Раҫҫей МЧСĕн Аслӑ шкулӗсене вӗренме кӗмелли майсемпе условисем пирки пӗлтернĕ.
Пушарпа техника оборудованийӗпе техникине кӑтартни ачасене уйрӑмах савӑнтарнă. Нумайӑшӗ çăлавçă тумне тӑхӑнса пӑхма, хӑйсене чӑн-чӑн пушарнӑй пек туйма пултарнӑ.
Ҫакӑн пек тӗлпулусем тавракурӑма анлӑлатма кӑна мар, професси ҫулӗн пуласлӑхӗ пирки те шухӑшлама пулӑшаҫҫӗ. МЧС ӗҫченӗн профессийӗпе паллашни ҫак ӗҫ вӑй-хала кӑна мар, паттӑрлӑха, яваплӑха тата кирек хӑш самантра та пулӑшма хатӗррине уҫҫӑн кӑтартса панă.
#Бижбуляк_занятость#ятрудрб#минтрудрб #неделябезтурникетов#доступностьтрудовыхресурсов#маршрутизациямолодежи
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн социаллă сетьри страницинчен.