

"Пирӗн шкул ачисен пухмачӗнче тата 6 награда! Хальхинче - географипе. Ҫак предметпа Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн юлашки тапхӑрӗ пирӗн Пушкӑртстанра иртни уйрӑмах кӑмӑллӑ. Ҫуртсемпе стенасем пулӑшаҫҫӗ, - ҫырнӑ Радий Хабиров. - Хӑйсен ӳсӗм категорийӗсенче Марсэль Нуртдинов (Уфари 45-мӗш шкул) тата Дарина Газизова (Республикӑри инженер лицей-интернат, Уфа) ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ. Призерсен дипломӗсем – Азат Асылбаевӑн (9-мӗш лицей, Сибай), Леон Павлюкпа Дмитрий Иняковӑн (иккӗшӗ те - 1-мӗш полилингваллӑ нумай профильлӗ гимнази, Стерлитамак), Тамерлан Сахибгареевӑн (Субханкулово, Туймазă районӗ). Ачасене тата вӗсен вӗрентекенӗсене саламлатӑп!
Географие вӗрентесси ҫине эпир пысăк тимлӗх уйӑратпӑр. Учительсемпе тӗл пулатпӑр, вӗсемпе Вырӑс географи обществин йӗрӗпе ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр. Занятисене вӗренекенсемшӗн тата та интереслӗрех тӑвасси пирки пӗрле шухӑшлатпӑр.
Ҫак дисциплинӑна мӗнпе те пулин хакламан тесе шутлатӑп та-кӑлӑхах. Шӑпах географи урокӗсем вӗрентеҫҫӗ пирӗн ачасенче кӑсӑклӑха, тӗнчене уҫас, таврари илеме курас кӑмӑла. Чи пӗлтерӗшли вара-тӑван тӑрӑха хисеплени, юратни".
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров | соцсетьсем.