

2026 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕ Мияки ялӗ ҫамрӑк тӗпчевҫӗсемпе вӗсен вӗрентекенӗсем валли йыхрав центрӗ пулса тӑнӑ. Кунта пултаруллӑ шкул ачисемпе педагогсене пухса районсем хушшинчи «Абдуллин вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Конференцие чаплӑ уҫнине вырӑнти шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ ҫутӑ пултарулӑх номерӗсем илем кӳнĕ. Хутшӑнакансене салам сӑмахӗпе директорăн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан О.Д. Жнейкина пурне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннă. Мероприятие йӗркелекенӗ З.М. Садыкова ӑнӑҫлӑ тухса калаҫасса, объективлӑ судействăна тата ҫӗнӗ ӑслӑлӑх уçусем пуласса шаннине пӗлтернӗ.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсем уйрӑмах мӑнаҫлантарнă. Ачасем хӑйсен тӗпчев проекчӗсемпе тивӗҫлипе паллаштарнă, темӑсене тарӑн ӑнланнине, пысӑк хатӗрленӗве тата витӗмлӗ кӑтартусене кӑтартнă:
- Арина Иванова, 4 «а» класс вӗренекенӗ, «Тихой песней остаться в памяти людской» Ираида Петрова-Нарс пултарулӑхӗ» ӗҫпе 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Проект ертӳҫи З.И. Ахметшина.
- Искандер Шайхутдинов, 4 «а» класс вĕренекенĕ, «Манӑн мӑн асатте — Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ» тӗпчевпе 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи З.И. Ахметшина.
- «Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ» номинацире 4 «а» класри Виолетта Петрова «Чӑваш тӗрри» проектпа ҫӗнтернӗ. Ертӳҫи — Н.Н. Сергеева.
Эпир хамӑрӑн ҫамрӑк ученӑйсемпе чӗререн мăнаçланатпӑр! Вӗсене тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑмасса, тӑван ен историне хавхаланса тӗпчеме, пулас конкурссемпе конференцисенче ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума сунатпӑр!
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.