

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров кӑҫал «Ҫамрӑксемпе ачасем» тата «Ҫемье» наци проекчӗсен шайӗнче 53 вӗренӳ объектне юсанине пӗлтернӗ. Вӗсен хушшинче ултă ача сачӗ, ултă колледж ҫурчӗ тата 41 шкул. 36 шкулта ӗҫсене 2026 ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ ӗнтӗ. Республикӑри 24 хулапа районта 28,5 пин ача — шкул ҫулне ҫитмен ачасем, шкул ачисемпе студентсем — вӗренме ҫӗнӗ, хальхи условисем илӗҫ.
Объектсен пысӑк пайне августӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ, икӗ ҫул юсав ярӑмӗллӗ пилӗк шкулсӑр пуҫне.
Радий Хабиров республика тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗренӳ учрежденийӗсем улшӑннине курнине хушса каланӑ. Сӑмах юсав пирки кӑна пымасть: президентӑн модернизаци программине кӗнӗ кашни шкула хальхи вӗренӳ процесӗ валли оборудованипе тата мӗн кирлипе тивӗҫтереҫҫӗ. Унпа пӗрлех таврари территорисене те тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-04-27/radiy-habirov-novye-usloviya-dlya-obucheniya-poluchat-28-5-tysyachi-detey-4667086