

Финанс пӗлӗвӗн эрни шайӗнче Хушăлкари вăтам шкулта усӑллӑ та питӗ актуаллӑ мероприятисем иртнĕ. Хальхи ултавҫӑсем чееленсех пыраҫҫӗ, анчах пирӗн ачасем халӗ хӗҫпӑшалланнă!
8-мӗш класра «Асӑрханӑр, суеҫӗ брокер».
Саккӑрмӗш класра вӗренекенсем финанс пӗлӗвӗ енӗпе лару-тӑру задачисене татса панӑ. Чӑн-чӑн брокера ултавҫӑран мӗнле уйӑрмалла? Ылтӑн тусем шантараҫҫӗ пулсан, ӑҫта шӑнкӑравламалла? Ачасем чӑн-чӑн тӗслӗхсене пурнӑҫран уйӑрса тӗрӗс йышӑнусем тупнă.
9-мӗш класра — квиз-вӑйӑ «Финанс ултавҫисен капкӑнне мӗнле лекмелле мар?»
Тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем командӑсенче тупӑшнă: каварлӑ ыйтусене хуравланă, ултав схемисене уҫӑмлатнă, фишинг ҫырӑвӗсемпе шӑнкӑравӗсене палласа илме вӗреннĕ. Вӑйӑ хаваслӑ, хӗрӳленсе, чи кирли, усӑллӑ иртнӗ!
Тӗп пӗтӗмлетӳ: вӗренекенсем халӗ ҫӑмӑл укҫа шантарнине ӗненмелле маррине, хӑйсен даннӑйӗсене телефонпа калама тата шанчӑксӑр ссылкӑсем тӑрӑх куҫма кирлӗ маррине тӗп-тӗрӗс пӗлеҫҫӗ.
Хӑвӑр перекетленĕ укçăра упрӑр, укҫа-тенкӗ енчен пӗлӳллӗ пулӑр!
Усӑллӑ уроксемшӗн пур хутшӑнакана та, йӗркелӳҫе те тав!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028