

Хушăлкари вăтам шкулта трактор водитель удостоверенийӗсем илме аттестаци экзаменӗсем вӗҫленнĕ. Ачасем С категорине — МТЗ-82 (чӑн-чӑн арҫын техники), В категорине — МТ-250 S (мобильлӗ тата шанчӑклӑ пулӑшуҫӑ) панӑ.
Пӗтӗмлетӳ: пурте питӗ лайӑх пурнӑҫланă!
Экзаменсем ҫӑмӑл пулман — теори, практика, техника тытӑмне тата хӑрушсӑрлӑх правилисене пӗлни. Анчах вӗренекенсем пысӑк шайри хатӗрленӗве тата чӑн-чӑн характер кӑтартнă.
Ачасене пулас экзаменсенче малалла ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр (умра интереслӗ япаласем нумай-ҫке-ха) тата, паллах, кирек мӗнле агрегатра та хӑрушлӑхсӑр километрсем. Эсир — шкул мӑнаҫлӑхӗ!
Виктор Иванович Яковлева професси хатӗрленӗвӗшӗн, чӑтӑмлӑхӗшӗн тата ачасене техникӑна юратма, кашни ӗҫшӗн явап тытма пӗлнӗшӗн уйрӑм тав. Виктор Иванович вӗсене машина ҫӳретмелли ӑсталӑха кӑна мар, ӗҫе хисеплессине те хывнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028