

Выпускной вӑл — ачалӑхран ҫитӗннӗ пурнӑҫа «алӑк урати», ку Ача-пӑча центрӗн стенисенчи юлашки утренник. Ку шкул ҫулне ҫитмен ачалӑхпа сывпуллашни кӑна мар, пулас шкул пурнӑҫне пӗрремӗш ӑнланса утӑм туни те.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулăх центрĕн шкул умӗнхи ушкӑнĕсенче «Выпускной портфель» ятлă выпускной бал пулнă.
Мероприяти ӑшӑ, чуна пырса тивекен, туслӑ лару-тӑрура иртнӗ. Уяв выпускниксем сцена ҫине «Канфет ачисем» ташӑпа чаплӑ тухнинчен пуҫланнă. Унтан вара ачасем педагогсемпе пӗрле Юмахри çӗршыв тӑрӑх Яга карчăк пытарнӑ саспаллисемпе цифрӑсене шыраса асамлӑ ҫулҫӳреве тухнă.
Утренник тӑршшӗпе вӗсем Яга карчăкăн, Йӑнӑш королевин заданийӗсене пурнӑҫланӑ, унта ҫулталӑк хушшинче туяннӑ пӗлӗвӗсемпе ӑсталӑхне кӑтартнӑ, пур йывӑрлӑха та тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ, юрӑ юрланӑ, сӑвӑсем каласа панӑ, ташӑсемпе савӑнтарнӑ.
Ҫак выпускной кашни ачан ачалӑх кӗнекинчи ҫутӑ страница пултӑр, умра вара савӑнӑҫлӑ уçусемпе телейлӗ самантсем ҫеҫ кӗтчĕр.
Выпускниксене ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Эпир сирӗнпе мăнаçланатпӑр! Эсир чи лайӑххисем!
Ырӑ ҫул сире, выпускниксем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулăх центрăн социаллă сетьри страницинчен.