Çутă çул
+19 °С
Дождь
Вĕрентÿ
28 Мая , 06:33

Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл

Хушăлкари вăтам шкулта чуна пырса тивекен уявсенчен пӗри — Юлашки шӑнкӑрав — иртнӗ.

Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑлЮлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хушăлкари вăтам шкулта чуна пырса тивекен уявсенчен пӗри — Юлашки шӑнкӑрав — иртнӗ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнисемшӗн ку ачалӑхпа, шкулти туссемпе тата юратнӑ вӗрентекенсемпе сывпуллашмалли кун пулнӑ.
Чаплӑ линейкӑра ӑшӑ сӑмахсем нумай илтӗннĕ. Выпускниксене Л.М. Латыпова — Пишпӳлек районӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, В.В.Тимофеев — Хушăлка ял Совечĕн пуҫлӑхӗ, А.Г. Женжуров — ветерансен канашӗн председателӗ, Н.И. Петров — «Мужество» ҫарпа патриот клубӗн ертӳҫи саламланă.
Ачасене ырӑ сӑмахсемпе шкул директорӗ И.В. Газизов, пӗрремӗш учительсем В.М. Иванова тата Э.К. Хайбунасова, класс ертӳҫи А.А. Степанов ырă çул суннă.
Уйрӑмах чи пӗчӗккисем — 1-мӗш класра вӗренекенсем (класс ертӳҫи Г.Г. Галимова) тухса калаҫни чуна пырса тивнӗ. Вӗсем выпускниксене «Пуласлӑх самолечӗсене» кӑмӑлтан парнеленĕ, ара, вӗсен ҫак вӑрӑм, анчах ҫав тери пӗлтерӗшлӗ шкул ҫулне тухмалла ҫеҫ-ҫке.
Хурав сӑмахӗнче выпускниксем вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшĕсене тата шкулта ӗҫлекенсене пурне те пулӑшнӑшӑн, пӗлӳшӗн, ӑшшӑн питӗ пысӑк тав тунă.
Пишпÿлекре вара вӗсемшӗн ҫурхи выпускниксен балӗ пулнă — шкул историйӗн илемлӗ те ҫутӑ аккорчӗ.
Ҫак кун ачасемшӗн савӑнӑҫлӑ та ҫав вӑхӑтрах хурлӑхлӑ пулнă. Хыҫалта — пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе, пӗрремӗш ҫӗнтерӳсемпе, уçусемпе тулнӑ шкул ҫулӗсем. Умра — экзамен тытмалли йывӑр та яваплӑ вӑхӑт.
Эпир хамӑрӑн выпускниксене ЕГЭ-ра питӗ лайӑх кӑтартусем сунатпӑр! Пурте ӑнса пытӑр! Ырӑ ҫул!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028

 

Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Юлашки шӑнкӑрав-2026: хурлӑх, савӑнӑҫ тата ырӑ ӑс-хакӑл
Автор:Марина Иванова
Читайте нас