

Михайловкăри вăтам шкулта уйрӑм уяв — «Пуҫламӑш шкулпа сывпуллашни» — иртнӗ. Кулӑпа, чечексемпе, ӑшӑ сӑмахсемпе тулнӑ чуна пырса тивекен тата хаваслӑ кун пулнă ку.
Ӗнер кӑна ачасем аллисенче тем пысӑкӑш чечек ҫыххисем тытса шкул алӑк урати урлӑ хӑюсӑр каҫрӗҫ пулас, хӑйсен пӗрремӗш учителӗ ҫине хумханса пӑхрӗҫ. Паян вара вӗсем йӑлтах ҫитӗннӗ ӗнтӗ: ҫӗнӗ открытисемпе мыскарасене хатӗр пиллӗкмӗш класа шанчӑклӑ утаҫҫӗ.
Пуҫламӑш шкул вӑл — уроксемпе хаклавсем кӑна мар. Вăл —пӗрремӗш туссем, хаваслӑ улшӑнусем, пӗрремӗш ҫӗнтерӳсем тата пӗчӗк хуйхӑ-суйхӑ. Вулама-шутлама кӑна мар, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ та туслӑ пулма вӗрентнӗ учителӗн ӑслӑ куҫӗсем вăл. Тавтапуҫ сире, хаклӑ учительсем, чӑтӑмлӑхшӑн, тӑрӑшулӑхшӑн, пӗлÿшӗн!
Ачасем пуҫламӑш шкултан ӑшӑ асаилӳсемпе, пӗлӳ багажӗпе тухса каяҫҫӗ. Умра — вӑтам шкул, ҫӗнӗ предметсем, интереслӗ проектсем тата, паллах, ҫӗнӗ туссем. Ҫак ҫул ҫутӑ та илӗртӳллӗ пултӑр!
Сывӑ пул, пуҫламӑш шкул! Эпир сана яланах асра тытӑпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club201689192