

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак ӗҫ шайӗнче шкулсене йышӑнма пуҫланӑ. Район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов ертсе пыракан ятарлӑ комисси шкулсене пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра вӗсен хатӗрлӗхне, пӳлӗмсемпе оборудованисен тӑрӑмне тӗрӗслет. Вӗренӳ учрежденийӗсен коллективӗсемпе тӗл пулсан пур ыйтусемпе кӑткӑслӑхсене, ҫавӑн пекех вӗсене татса памалли ҫулсене сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗп тӗллев - вӗренӳ ҫулӗ тĕлне оптималлӑ лару-тӑрура пырасси тата тулли те хӑрушлӑхсӑр вӗренӳ процесӗ валли условисем туса парасси.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz