

Хушăлкари вăтам шкула, ҫак стенасенчен 35 ҫул каялла тухса кайнӑ выпускниксем хӑнана кӗрсе тухнă. Мӗн тери чуна пырса тивекен тӗлпулу-ҫке ку! Ҫавӑн чухлӗ асаилӳ, кулӑ, кӑмӑллӑ ностальги. Çынсем тӑван кабинетсемшӗн, коридорсемшӗн тата шкулта ҫеҫ пулакан уйрӑм атмосферӑшӑн питӗ тунсӑхланине пӗлтернĕ.
Тата, паллах, 1991 ҫулхи выпускниксене пурне те шкула чаплӑ парне — нумай функциллӗ 3 в 1 принтер панӑшӑн питӗ пысӑк чӗререн тав туса каламасӑр тӑма пултараймастпӑр!
Кун пек техника шкулта питӗ кирлӗ пулӗ. Ҫавӑн чухлӗ ҫул иртсен те выпускниксем хӑйсен тӑван шкулне асра тытнине, унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнине ӑнланса илме кӑмӑллӑ.
Эпир сире ӑшӑ сӑмахсемшӗн, сунӑмсемшӗн тав тӑватпӑр! Сире сывлӑх, телей тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр. Шкул алӑкӗсем сирӗншӗн яланах уҫӑ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028