

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ илни ҫинчен аттестатсем парас чаплӑ церемони иртнӗ. 9 класс вӑл — вӗренӳ ҫулне вӗҫлени кӑна мар, пӗрремӗш пысӑк пӗтӗмлетӳсем туни.
Тăхăр ҫул ҫине тӑрса ӗҫленин, экзаменсем умӗнхи ыйхӑсӑр каҫсен, пӗрремӗш ҫӗнтерӳсемпе кӑмӑлсӑрлӑхсем хыҫала юлнă. Пӗрисемшӗн ҫак кун шкул историйӗнчи пӑнчӑ пулӗ, теприсемшӗн — 10-мĕш класс пуҫланас умӗнхи хушӑри финиш ҫеҫ пулӗ.
Эпир сирӗн ҫитӗнӳсемпе мăнаçланатпӑр! Сире хӑвӑр ҫула суйлама, хӑвӑра ӗненме, палӑртнӑ тӗллевсем патне хӑюллӑ утма хӑрамалла мар тетпӗр.
Ачасем, эсир маттур! Ҫак документ сирӗн ӗмӗт патне пӗрремӗш картлашка пултӑр. Тавах вӗрентекенсене пӗлӳшӗн, ашшӗ-амӑшĕсене пулӑшнӑшӑн.
Уяв ячӗпе, хаклӑ тӑххӑрмӗш класс ачисем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587