

Лайăх хыпарпа паллаштарма васкатпӑр! Михайловкăри вăтам шкул вӗрентӗве ҫӗнетес енӗпе патшалӑхӑн анлӑ программине хутшӑннӑ. «Ачасене чи лайӑххине» федераци проектне пурнӑҫланӑ май физика, музыка тата ӳнер искусствин кабинечӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ ҫӗнетÿ илнĕ.
Ку вӑл техника туянни кӑна мар, вӗрентӗве курӑмлӑ, илӗртӳллӗ тата хальхи вӑхӑтри тӑвас тесе вӗренӳ уҫлӑхне туллин ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларни.
Мӗн ҫӗнни килнĕ-ха:
мольберт, геометри кӗлеткисен гипс моделӗсен комплекчӗсем, натюрморт валли, улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫ муляжӗсем, кӑмпасем, тӑван ҫӗршыв тата ют ҫӗршыв художникӗсен портречӗсем, музыка центрӗ, мобильлӗ акустика системи, микрофон, механика пулӑмӗсемпе кӑтартакан наборсем, электричество уйӗсене кӑтартма, çӗр магнит уйне тӗпчеме тата ытти те.
«Ачасене чи лайӑххине» проектӑн тӗп тӗллевӗ — кашни ачашӑн, вӑл ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, пӗр тан майсем туса парасси. Ҫак пуҫарӑва пула пирӗн шкул малалла питӗ пысӑк утӑм тӑвать, вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑхне уҫса пама, чӗнӳ тупма пулӑшакан инструментсем парать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.