Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
27 Июлӗн , 07:10

«Реальные дела» проект ӗҫре!

Хаклӑ туссем, Пишпӳлекри «Улыбка» ача садӗнче пысӑк та савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртнӗ!

«Реальные дела» проект ӗҫре!«Реальные дела» проект ӗҫре!
«Реальные дела» проект ӗҫре!

Хаклӑ туссем, Пишпӳлекри «Улыбка» ача садӗнче пысӑк та савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртнӗ!

«Реальные дела» патриотла проект шайӗнче Пушкӑртстан Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн депутачӗ Рамиль Бадамшин пулӑшнипе ача сачӗн ҫуртӗнче чӳрече блокӗсене тахҫантанпах кӗтнӗ ылмаштарасси вӗҫленнӗ. 2026 ҫулхи июлĕн 23-мĕшĕнче ача садне Рамиль Бадамшин тата Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов килсе кайнӑ.

Хӑнасем ҫӗнетнӗ пӳлӗмсене пӑхса тухнă, коллективпа калаҫнă, «Реальные дела» сӑмах вĕççĕн кӑна мар, пирӗн ачасен тата пӗтӗм район ырлӑхӗшӗн конкретлӑ утӑмсем тунине ӗненнĕ.

Вӑт ҫапла, утӑм хыҫҫӑн утӑм, ырӑ ӗҫсем пирӗн пӗрлехи ҫурта шкул ҫулне ҫитмен ачасемшӗн хӑтлӑрах, ҫутӑ та хӑрушсӑртарах вырӑна ҫавӑраҫҫӗ. Эпир чӑн-чӑн пулӑшушӑн тата шкул ҫулне ҫитмен учреждени нушисене сӳрӗк мар пӑхнӑшӑн питӗ пысӑк тав сăмахĕ калатпăр.

Умра — ҫӗнӗ плансемпе ҫӗнӗ проектсем. Анчах паян эпир мӗн тунӑшӑн чун-чӗререн савӑнатпӑр. Тата, паллах, ҫак ырӑ улшӑнусен кадрӗсене сирӗнпе пайлатпӑр.

#РеальныеДела
#УлыбкаБижбуляк
#деньзаднем

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/public218299771

 

 

«Реальные дела» проект ӗҫре!
«Реальные дела» проект ӗҫре!
«Реальные дела» проект ӗҫре!
«Реальные дела» проект ӗҫре!
«Реальные дела» проект ӗҫре!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас