Çутă çул
+21 °С
Облачно
Вĕрентÿ
18 Августа , 09:00

Радий Хабиров Кумертау хулинчи ҫӗнетнӗ 6-мӗш шкула ҫитсе курнӑ

Кумертау хулине ӗҫлӗ визит вӑхӑтӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 6-мӗш вӑтам шкула пӑхса тухнӑ.

Радий Хабиров Кумертау хулинчи ҫӗнетнӗ 6-мӗш шкула ҫитсе курнӑРадий Хабиров Кумертау хулинчи ҫӗнетнӗ 6-мӗш шкула ҫитсе курнӑ
Радий Хабиров Кумертау хулинчи ҫӗнетнӗ 6-мӗш шкула ҫитсе курнӑ

Кумертау хулине ӗҫлӗ визит вӑхӑтӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 6-мӗш вӑтам шкула пӑхса тухнӑ, унта президентӑн «Шкул вӗрентӗвӗн тытӑмӗсене модернизацилесси» программипе («Ҫамрӑксемпе ачасем» нацпроекта кӗрет) тӗпрен юсав вӗҫленнӗ.

1990 ҫулта тунӑ ҫурта ҫӗнетме 119 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Пин ытла вӗренекен сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ классенче парта хушшине ларӗ. Радий Хабиров спортзала, столовӑя тата медблока хӑй тӗрӗсленӗ.

Ҫӗнетнӗ пӳлӗмсене пӑхса çаврӑннӑ май Радий Хабиров президент программин пӗлтерӗшне палӑртнă: «Темиҫе çул хушшинче эпир федераци бюджетӗнчен шкулсене юсама 10 миллиард тенкӗ ытла ятӑмӑр — ҫакӑ вара вӗренӳ сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштарать. Кӑҫал пӗтӗм Пушкӑртстанри 42 шкула йӗркене кӗртетпӗр. Ачан ҫутӑ, ӑшӑ, илемлӗ вырӑна килмелле — вӗрентекенсен те тӳрех лайӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуралать».

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-08-15/radiy-habirov-posetil-obnovlyonnuyu-shkolu-6-v-kumertau-4783095

 

 

 

Радий Хабиров Кумертау хулинчи ҫӗнетнӗ 6-мӗш шкула ҫитсе курнӑ
Радий Хабиров Кумертау хулинчи ҫӗнетнӗ 6-мӗш шкула ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас