

Пурте пуҫ ҫаврӑнакан хӑвӑртлӑхпа улшӑнакан тӗнчере ӗмӗрлӗх профессисем пур. Вӗсенчен пӗри — ача сачӗн воспитателӗ. Ку ӗҫ кӑна мар, ачасене питӗ пысӑк чӑтӑмлӑх, сисӗмлӗх тата чикӗсӗр юрату ыйтакан чӗнӳ. Шӑпах ҫакӑн пек ҫын, хӑйӗн пурнӑҫне шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвне халалланӑскер, Альмира Ивановна Ефимова — нумай ҫул стажлӑ Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн воспитателӗ, унӑн ячӗ ӗҫе парӑннин тата пысӑк профессионализм символӗ пулса тӑнӑ.
Альмира Ивановнан шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӗвӗнчи стажӗ ӗҫ кӗнекинчи цифрӑсем кӑна мар, пӗчӗкскерсемшӗн тӑрӑшнипе, воспитани парас тата вӑйӑ урлӑ вӗрентес тӗлӗшпе ҫӗнӗ мелсем шыранипе тулнӑ кулленхи ӗҫлĕ нумай ҫул. Унӑн професси ҫитӗнӗвӗсем хӑйсемшӗн калаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӑл «Ҫулталӑк воспитателӗ-2025» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗн — педагогсем хӑйсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне кӑна мар, вӗренӳ процесӗ патне пултарулӑхпа пыма, кашни ача ҫине уйрӑммӑн пӑхма пӗлнине кӑтартакан ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчĕ.
Альмира Ивановнан ӗҫне район администрацийӗ те пысӑк хак парать: шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвне аталантарас ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗ — унӑн ӗҫне хакланине, асӑрханине тепӗр хут ҫирӗплетни. Анчах кирек мӗнле воспитательшӗн те чи пӗлтерӗшлӗ награда вӑл — унӑн воспитанникӗсен ҫитӗнӗвӗсем. Кунта та Альмира Ивановнан мухтанмалли пур: унӑн ачисем тӗрлӗ конкурспа олимпиадӑна тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, питӗ лайӑх кӑтартусем кӑтартаҫҫӗ.
Уйрӑмах шкул ҫулне ҫитмен аслӑ ачасем республикӑри «Эпир гагаринецсем!» республика олимпиадине хутшăннине палăртас килет. Унӑн воспитанникӗсем йышӑнакан призлӑ вырӑнсем — вӗсен харпӑр ҫӗнтерӗвӗ кӑна мар, ачасенче кӑсӑкланассине вӑратма, логика шухӑшлавне аталантарма тата кӑткӑс задачӑсенчен хӑрамасса вӗрентме пултарнӑ педагог тӑрӑшса ӗҫленин кӑтартӑвӗ те.
Анчах професси ҫитӗнӗвӗсем — пурнӑҫӑн пӗр енӗ кӑна. Унӑн туслӑ пысӑк ҫемйи те ҫавнашкалах пӗлтерӗшлӗ. Унта та, ача сачӗн ушкӑнӗнчи пекех, ӑшӑ, пӗр-пӗрне ӑнланни, пулӑшни хуҫаланать. Альмира Ивановнашӑн ҫемье — шанчӑклӑ тыл, вӑй-хал, хавхалану ҫӑлкуҫӗ. Шӑпах килте вӑл кайран хӑйӗн воспитанникӗсене пархатарлӑн парнелекен энергие илет.
Альмира Ивановнан историйӗ — хӑйӗн ӗҫне юратни, ӗҫченлӗх тата профессие парӑнни тӗнчене лайӑх енне улӑштарма пултарнине кӑтартакан тӗслӗх. Вӑл ĕçлекен кашни ача пӗлӳ кӑна мар, унӑн чун ӑшшин пӗр пайне те илет, ырӑ кӑмӑллӑ, пулӑшуллӑ, хӑйӗн вӑйне шанма вӗренет.
Марина АНДРЕЕВА,
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн заведующийӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Альмира Ефимован харпӑр архивӗнчен.