Çутă çул
+17 °С
Облачно
Вĕрентÿ
20 Августа , 10:00

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр!

Район администраци пуҫлӑхӗн хушӑвне тӗпе хурса районти муниципаллӑ вӗрентӳ организацийӗсем ҫӗнӗ 2026 —2027 вӗренӳ ҫулне хатӗррине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Усак-Кичу ялӗнчи вӑтам шкула чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр!Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр!
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр!

Район администраци пуҫлӑхӗн хушӑвне тӗпе хурса районти муниципаллӑ вӗрентӳ организацийӗсем ҫӗнӗ 2026 —2027 вӗренӳ ҫулне хатӗррине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Усак-Кичу ялӗнчи вӑтам шкула чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
2024 ҫулта Усак-Кичу ялӗнчи вӑтам шкулӑн икӗ хутлӑ ҫуртне тӗпрен юсаса хальхи вӗренӳ оборудованийӗпе тата инвентарӗпе тивӗҫтернӗ. Кунта ҫутӑ вӗренӳ кабинечӗсем, спорт залӗ, вӗренӳ мастерскойӗ, ӑшӑ туалетсемпе санузелсем, ҫавӑн пекех шкул столовӑйӗ. Педагогика коллективӗпе техника персоналӗ шкулта вӗренекенсемпе вӗренӳ учрежденийӗн мӗнпур пӳлӗмне, пусма клеткисемпе коридорӗсене тӑтӑшах таса та йӗркеллӗ тытаҫҫӗ, шкул пурлӑхне лайӑх тӗрӗс-тӗкел тата сыхласа хӑвараҫҫӗ. 2026 ҫулта пӗтӗм шкул территорине 2,5 гектар лаптӑкпа тирпей-илем кӗртес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ: нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа чечекпе пахча ҫимӗҫ культурисен калчисене ҫитӗнтернӗ, илемлӗ чечек пахчисем туса лартнӑ, газонсене темиҫе хут якатнӑ, улма-ҫырла культурисемпе шкул ҫумӗнчи сӑнав участокне ҫӗнетнӗ тата пысӑк парк хывнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле Усак-Кичу ялӗнчи вӑтам шкула педагог кадрӗсемпе ҫӗр проценчӗпех тивӗҫтернӗ, унта вӗрентекенсенчен чылайӑшӗ аслӑ категориллӗ. Нумай ҫул педагогика коллективне вӗренӳ процесне хавхалантарса, вӗрентекенсен кашни урока пултарулӑхне тӗрӗслесе шкулӑн опытлӑ директорӗ Ануза Камилевна Лутфуллина ертсе пырать. Ҫавӑнпа 9-мĕш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем кӑҫалхи пӗтӗмлетӳллӗ юлашки экзаменсене панин кӑтартӑвӗсем савӑнтараҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр!
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас